Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Уйăхпа карчăк икерчи
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕр карчăкпа ватă пурăннă. Ваттин çатма икерчи çиес килнĕ. Вара карчăка икерчĕ пĕçерме хушнă. Карчăк часах пĕçерсе панă. Унтан старик каланă:
— Çав Уйăха та икерчĕ пар-ха, — тенĕ.
Карчăк хытă пулнă. Икерчĕне илсе тухнă та сарай хĕрне Уйăх курми хуранçи тунă. Хăй хуман. Çавна Уйăх курнă та питĕ пăшăрханнă. Вара тата инçе вĕçсе кайнă.
1993 ç. Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Мерчĕкре 58-ти А.Майковран А.Исаков çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, III, 2181, 112 с.
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки