Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Уйăха илсе килни


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ĕлĕк Çĕрĕн пĕр енче çĕрле нимĕн çути те пулман. Пĕр уйăх-çăлтăр та пулман. Акă виççĕн-тăваттăн шухăшлаççĕ: «Атьăр-ха çут тĕнчене çӳресе курса килер-ха пĕр», — теççĕ. Нумай-и, сахал-и каяççĕ те пĕр патшалăха, хĕвел ансанах пĕлĕт çинче çăлтăр-уйăх тухакан çĕре, çитеççĕ.
    Тăватă çын ăнтан каяççĕ: «Мĕскерле кунта каçĕне темĕскер çути пур», — теççĕ. Акă пĕр çын урапапа иртсе пынă. Ку çынсем кунтан ыйтаççĕ: «Мĕскерле çутă ку?» — тесе. Урапа çинче пыракан каланă: «Вăл — уйăх, виç çĕр тенке илнĕ ăна, çӳлĕ пĕлĕт тăррине çакса хунă», — тенĕ. Ку çын çапла калат та каят, тет. Кăсенчен пĕри: «Кун пек çутта эпир те тăваппăр, пирĕн килте çавăн пек çӳлĕ пĕлĕт пур», — тенĕ. Тепри калат: «Апла çутнипе мĕн çути пулĕ вара», — тенĕ. Тепри каланă: «Айтăр лашапа урапа илер те ку уйăха исе каяр, кусем тепĕр уйăх илĕç», — тенĕ. Виççĕмĕш çынни каланă: «Эпĕ улăхма пит лайăх улăхатăп, ăна лайăх салтса антарăп», — тенĕ. Тăваттăмĕш чупса кайса урапапа лаша исе килнĕ. Вара хай çынни улăхса каят та салтса аялалла антарат, тет. Антарсанах кăсем уйăха урапа çине хунă. Никам та ан куртăр тесе явлăкпа витнĕ. Хайхисем хăйсен ялне исе пыраççĕ те пысăк çӳлĕ вăрман çине çакса хураççĕ. Каçхине ватти те, ачи те савăнат тет. Пĕтĕм ялне, хирпе çаранне веç çутатса тăнă. Тăватă çын ку уйăха пит çутă тытнă. Çавăнпа кашни эрнере пĕрер тенкĕ илсе тăнă. Çапла вара ку çынсем чысти ватăлаççĕ. Кăсенчен пĕри чирлет те вилес умĕн калат: «Вилсен ман хам тулĕм уйăха хампа пĕрле тупăка хурăр», — тенĕ. Вилсен пĕри улăхат та, чĕрĕк уйăхне касса антарса ку вилнĕ çыннăн тупăкĕ çине çĕр айне хураççĕ. Уйăхăн çути пĕчĕкленнĕ, çапах нумаях иксĕлмен, паллах пулман. Пурăнсан-пурăнсан тепри те вилет тет. Кăна та çапла хăй пайне тупăка хунă. Уйăхăн çути тата пĕчĕкленнĕ. Тепри вилет те, ку та хăйпе пĕрле исе кĕрет. Тăваттăмĕшĕ те вилет, ăна та хăй пайне хураççĕ. Вара уйăх пĕртте юлмас тет. Ку ялта каç каллех тĕттĕм пулать, хунартан пуçне пĕртте тухма та пулман. Тухсанах пуçпа пуç перĕннĕ.
    Вилнĕ çынсем уйăх çутипе пурте чĕрĕлнĕ тет. Уйăха каллех ĕлĕкхи çĕре çакса хунă. Пурте савăннă, ташланă, юрланă, хупаха кайса эрех ĕçнĕ, са-вăннипе пурте штурма пулнă. Кайран, ташласан-юрласан, çапăçса та илнĕ. Кăсем иртĕннĕрен Пĕлĕт çинчен Пирĕшти вĕçсе анат та вилнĕ çынсене çĕнĕрен вырттарат. Уйăха илет те пĕлĕт çине çӳлех çакса хурат. Вăл вара пĕтĕм тĕнчене çутатса тăнă. Çавăнтан вара уйăх пулнă.
    
    1902 ç. Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшелте Г.Т.Тимофеев çырса илнĕ—ЧПГĂИ ĂА, 26, 194-197 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки