Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Уйăха Вупăр çиет
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Уйăх тĕттĕмленнĕ чухне чăвашсем уйăха Вупăр çиет теççĕ. Ачасем ват çынсенчен уйăх çинче мĕн мĕлки курăнать тесен, ват çынсем çапла каласа параççĕ: «Унта та çынсем пурăнаççĕ. Ав пӳрт трупинчен тĕтĕм тухать, пĕр хĕрарăмĕ шыв патне картлă кĕвентепе каять», — теççĕ.
1928 ç. Тутарстанри Октябрь районĕнчи Кайттан ялĕнче В.Абрамова çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 326, 209 с.
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки