Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Тупмалли юмахсем


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Кунта эсир чăвашсен тупмалли юмахěсене тупма пултаратăр. Вěсен хуравěсене скобкăсем ăшěнче кăтартнă.
    Тупмалли юмахсем ача-пăча сăмахлăхě шутне кěрет. Чăвашсен ку сăмахлăх чухăн мар. Тупмалли юмахсем питě нумай.
    
    Йĕс витере йĕс ăйăр. (Шăнкăрав.)
    Хурăн тăрри хумханать, хура халăх пуçтарăнать. (Урай шăпни.)
    Пылпа çуран мĕн тутлă? (Ыйхă.)
    Ӳтсĕр пурăнать, никам та курмасть, пурте илтеççĕ. (Сасă.)
    Шăтман ана кутĕнче çуралман мулкач выртĕ. (Суя.)
    Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ. (Пӳрт.)


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки