Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Тимун мĕншĕн савăннă...


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Тимун пуйса кайнă.
    Арăмĕ ăна:
    — Савнă упăшка, халь тин çăпатапа ан çӳре ĕнтĕ, — тет. — Ытти пуянсем пек атă тăхăн.
    — Э-э, çук, — хирĕçлет. Тимун. — Çăпата çынна ăс парать. Кам атă тăхăнать, çавă ăс илме кӳрше çӳрет... Эпĕ — Тимун-çăпатаçă, ăссăр куштан пулам мар...
    Леш куштан çав хушăра Тимуна питĕ тарăхса пурăннă. Вăл çывăхри вăрманта пурăнакан вăр-хурахсене Тимуна çаратма хĕтертнĕ. Вăр-хурахсене çавă çеç кирлĕ: вĕсем пĕр каçхине Тимун картишне çĕмĕрсе кĕнĕ те мĕнпур укçине, пурлăхне пуçтарса лавпах турттарса кайнă.
    Тимунпа арăмĕ ирхине ыйхăран вăранаççĕ те çап-çара тăрса юлнине кураççĕ.
    Арăмĕ хурланса йĕме тытăнать.
    Тимун вара: "Эй, юрать-ха, эпир телейлĕ! Эй, савăнмалла пирĕн куншăн!" — тесе ик пĕççине шарт! çапать.
    — Мĕн телейĕ пирки калаçатăн! Мĕн савăнмалли тупрăн эсĕ? — тарăхса кăшкăрать арăмĕ.
    — Юрать-ха, урапа çинче хамăр пулман, — арăмне ăнлантарать Тимун. — Атту хамăра та турттарса каятчĕç. Эй-й, мĕн тери телей! Мĕн тери савăнăç!


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки