Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Темен паттăр
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Ĕлĕк-авал чăваш хушшинче пĕр Темен ятлă паттăр пурăннă. Вăл чăвашсене хӳтелесе, чăваш халăхне тапăнакан ют халăхсене çĕнтерсе тăнă. Вăл пурăннă вăхăтра ытти халăхсем чăвашсене тапăнма та шикленнĕ. Аван пулнă чăваш халăхне Темен паттăр пурăннă вăхăтра.
Анчах этем ĕмĕр пурăнаймасть. Темен те пурăннă-пурăннă та кайран ватăлса вилнĕ. Хăй вилес умĕн вăл чăвашсене пухса вĕсене çапла каласа хăварнă:
— Эп вилсен мана лаша çине утлантарса, мĕнпур вăрçă хатĕрĕсене çакса пытарăр, эпĕ кирлĕ пулсан манăн тăпра патне пырса: «Темен, Темен!» — тесе чĕнĕр анчах — эпĕ тухăп, — тенĕ.
Темен вилсен ăна, хăй каланă пек, лаша çине утлантарса, мĕнпур вăрçă хатĕрĕсене çакса пытарнă. Унăн шăтăкĕ çине нумай тăпра купаласа тĕме туса хунă.
Темен вилнĕ. Анчах унăн ячĕ халăх асĕнче юлнă: унăн паттăрла ĕçĕсем çинчен ваттисем хăйсен ачисене кала-кала кăтартнă.
Пĕрре Теменĕн тăван ялĕнчи çамрăксем каçпа пухăнса тĕрлĕ япала çинчен калаçса ларнă. Калаçнă май вĕсем Темен çинчен те калаçа пуçланă. Вĕсем Темен: «Эпĕ кирлĕ пулсан манăн тăпра патне пырса ятпа чĕнĕр анчах — эпĕ тухăп», — тенĕ сăмахсене аса илнě. Çамрăксенчен пĕри каланă:
— Темене халĕ тăпри патне пырса чĕнсен чăнах тухĕ-ши вăл шăтăкран? — тенĕ.
Тепри тата каланă:
— Атьăр, атьăр чĕнсе пăхатпăр! — тенĕ.
Çамрăксем Темене чĕнме хăракансем те пулнă, анчах вĕсем хăйсене хăравçă тесе каласран шикленсе хирĕç каламан. Çапла çамрăксем пурте тăнă та Темен тĕми патне кайнă. Унта çитсен вĕсем кăшкăрса каланă:
— Темен! Темен! Тух! — тенĕ.
Çамрăксем çапла кăшкăрсанах Темен тĕмин тăпри сирĕлнĕ те шăтăкран юлан утлă çын, вăрçă хатĕрĕсене çакнăскер, сиксе тухнă.
Çамрăксем хăраса ӳкнĕ. Анчах Темен вĕсене тивмен. Вăл пит васкаса, лашине çил пек вĕçтерсе чăваш çĕрĕ йĕри-тавра çаврăннă. Тăшманĕсене тупмасăр вăл хăйне пытарнă вырăна таврăнса каллех хăй шăтăкне кĕрсе кайрĕ тет.
Çавăнтан кайран вăхăт нумай та иртмен — хай Темене шăтăкран чĕнсе кăларакан çамрăксем чирлесе вилме пуçланă. Çамрăксем хăйсем те шухăш-ланă: «Темен хăйне вырăнсăр хускатса чăрмантарнăшăн çилленчĕ пулмал-ла», — тенĕ. Ваттисем те каланă: «Темене кӳрентертĕмĕр», — тенĕ. Вара ял çыннисем Темен çиллине пусарас тесе Темене чӳк тунă. Çав çултан пуçласа ку ялти тата таврари чăвашсем Темене кашни çулах чӳк тăва пуçланă. Çав йăлана Октябрь революцийĕ хыççăн тин пăрахнă.
1920 ç. Тутарстанри Çарăмсан районěнчи Кивě Шешкелте çырса илнě. — ЧПГĂИ ĂА, III, 213, 232-233 с.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки