Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Телейпе сиен
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
— Ăçта кайрăн?
— Шăмата кайрăм та пăрçа илтěм.
— Ак, телей!
— Мěн телейě. Килнě чух такăнса ӳкрěм те, тăкăнса кайрě пăрçи.
— Ах, сиен!
— Мěн сиенě. Киле килтěм те, акрăм та — тӳшек пек пулчě пăрçи.
— Ак, телей!
— Мěн телейě. Пуп сысни вěренчě те çисе ячě.
— Ах, сиен!
— Мěн сиенě. Пуп сыснине çапса пăрахрăм та пěр кěлет аш турăм.
— Ак, телей!
— Мěн телейě. Пуп кушакě вěренчě те йăлт çисе ячě.
— Ах, сиен!
— Мěн сиенě. Пуп кушакне çапса пăрахрăм та — пěр тăлăп пулчě.
— Ак, телей!
— Мěн телейě. Пуп курчě те туртса илчě.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки