Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Сармантей


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет. Хапхи калать, тет:
    — Манăн та уçăлса хупăнас, — тет.
    Анать, тет, пĕр вăкăр шыва.
    — Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тесе ыйтать, тет.
    — Уçăлса хупăнмасăр, — тесе калать, тет: — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать! — тет.
    Вăкăр калать:
    — Эппин, манăн та мĕкĕрсе анас пулĕ, — тет.
    Мĕкĕрсе анать, тет, шыв хĕррине.
    Шыв калать:
    — Мĕншĕн, вăкăр, мĕкĕретĕн? — тет.
    — Мĕкĕрмесĕр, — тет. — Сармантейен сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет, ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрне, тет; Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет.
    Шыв калать:
    — Манăн та хумханас, эппин, — тет.
    Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать.
    — Шыв, эсĕ мĕншĕн хумханатăн? — тет.
    — Хумханмасăр, — тет: — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ, тет; Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.
    Çĕнĕ çын калать:
    — Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет.
    Çапса çĕмĕрет витрине. Тавăрăнать киле. Хунямăшĕ чуста çăрать, тет:
    — Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет.
    — Хăрах витрепе анчах пулмасăр, — тет: — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ, тет; Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет, шыв та хумханать, — тет.
    Хунямăшĕ калать:
    — Манăн та чустана кăларса ывăтас эппин, — тет.
    Кăларса ывăтать, тет, чустине.
    Ывăлĕ кайнă вăрмана. Тавранать вăрмантан. Ывăлĕ калать:
    — Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет.
    Амăшĕ калать:
    — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ; Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрсе анать, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрне, — тет.
    Ывăлĕ калать:
    — Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет.
    Вăл та хăрах аттине кăларса ывăтрĕ, тет. Пĕтрĕ.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки