Санпала çӳреттĕмĕр Юмахри пек телейлĕ. Анчах çав юмах часах вĕçленчĕ. Эсĕ кайрăн урăххи патне. Хушса юрламалли: Сана мар кĕтетĕп каçсерен Сана мар кĕтетĕп сана мар Санпа мар çӳретĕп каçсерен Санпа мар çӳретĕп санпа мар Урăххи ачашрах пуль. Хĕрӳрех ыталать пуль сана. Анчах пĕрех сана ман пек юратма Пултараймĕ вăл. Сана кĕтместĕп. Пĕрех килсемччĕ. Ансăртран шăнкăравла хамăрăн Асамлă юмаха.