Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Сĕм-ухмахсем
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Елĕк пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă, тет. Вĕсен пĕр ывăлпа пĕр хĕр пулнă, тет.
Çак ватăсен ывăлĕ пĕрре вутă кӳме вăрмана кайрĕ, тет, хĕрĕ кĕпе çума çырмана вакка анчĕ, тет.
Хĕр кĕпе çуса тăнă чухне вак кутĕнченех пĕр хитре яшă ача иртсе кайрĕ, тет. Яшă ача çак хĕр çине çаврăнса та пăхмарĕ, тет. Вара хĕр, хурланса, макăрма тапратрĕ, тет.
— Ку хитре яш ача ман çине сивĕ куçпала та пулин çаврăнса пăхмарĕ-çке! — тесе ĕсĕклесе тăрать, тет.
Каç пулса килет, хĕр çаплах ĕсĕклесе тăрать. Килĕнче ашшĕпе амăшĕ хĕрне кĕтнĕ-кĕтнĕ, кĕтсе илеймен. Амăшĕ калать:
— Мĕншĕн капла пирĕн хĕр ку таранчченех кĕпине çуса пĕтереймест? — тет те хĕрĕ патне каять.
Хĕрĕ йĕрсе тăрать. Амăшĕ ыйтать:
— Хĕрĕм, мĕншĕн капла пит хытă йĕретĕн? — тет.
Хĕрĕ йĕрсе калать:
— Йĕмесĕр! Çакăнтан пĕр хитре яш ача вак кутĕнченех иртсе кайрĕ те ман çине сивĕ куçĕпеле те пулин çаврăнса пăхмарĕ-çке! — тет. Унтан хĕр тата хытăрах ĕсĕклеме тапратрĕ. Кăна илтсессĕн, амăшĕ те йĕре пуçларĕ, тет.
Ашшĕ те хĕрĕпе амăшне кĕтрĕ-кĕтрĕ те вак кутне кайрĕ, тет. Лешсем йĕрсе тăнине курсан, ыйтать:
— Мĕншĕн капла ĕсĕклесе йĕретĕр? — тет.
— Йĕмесĕр, — тет амăшĕ, — çакăнтан пĕр хитре яш ача иртсе кайнă та пирĕн хĕр çине сивĕ куçĕпеле те пулин çавăрăнса пăхман! — тет.
Ашшĕ те йĕме тапратрĕ. Каç пулса çитрĕ, ывăлĕ те вăрмантан тавăрăнчĕ, кусем çаплах йĕрсе тăраççĕ.
— Ăçта çăва патне кайса кĕнĕ кусем! Апат та пĕçермен, сивĕ, шăнса кил те выçă лар! — тесе ятлаçать, тет, ывăлĕ. Пускилсенчен ашшĕсем ăçта кайнине ыйтса пĕлет те, кантăраллă пушă илсе, вак кутне каять. Лешсем вак кутĕнче виççĕшĕ те ĕсĕклесе йĕрсе тăраççĕ. Ывăлĕ ыйтать:
— Мĕншĕн капла виçсĕр те йĕрсе тăратăр? — тет.
Амăшĕсем йĕрсе калаççĕ:
— Йĕмесĕр! Вак кутĕнчен пĕр хитре яш ача иртсе кайнă та пирĕн хĕр çине сивĕ куçĕпеле те пулин çавăрăнса пăхман, пирĕн хĕр мĕнтен начар! — теççĕ.
Ывăлĕ кăна илтсессĕн, кантăраллă пушшине туртса кăларчĕ те макăракансене тапратрĕ хĕртме. Ашшĕне тăсать те:
— Ак сире, ял ухмаххисене! — тет. Амăшне туртать те: — Ак сире, ял ухмаххисене, ак сире! — тет. Йăмăкне тасать те: — Ак сире, ял ухмаххисене, ак сире, кирлĕ-кирлĕ маршăн йĕме вĕрентĕм! — тет.
Ашшĕ, амăшĕ, хĕрĕ — виççĕшĕ те киле çиçĕм пек тарчĕçĕ, тет.
Ывăлĕ ашшĕсемпе йăмăкне хĕртрĕ-хĕртрĕ те, вĕсене евĕрлĕ ухмахсем тĕнчере тата пур-ши тесе, шырама тухса кайрĕ, тет.
— Сирĕн пек ухмахсем тĕл пулсан — таврăнăп, тĕл пулмасан — таврăнмăп, — терĕ, тет.
Пĕр ватсупнă пӳрчĕн маччи çине çарăк акнă та карчăкне, вĕренпе мăйĕнчен кăкарса, мачча çине çарăк çиме туртса хăпартать. Карчăкĕ пăвăнса шăлĕсене йĕрсе пăрахнă. Старик хĕпĕртесе калать:
— Карчăк, карчăк, çарăкне хăпарса курмасăрах хĕпĕртесе ан кул-ха! — тет.
Ухмах шыракан кăшкăрать:
— Мĕскер тăватăн эсĕ, старик?! Карчăку пăвăннипеле шăлĕсене йĕрсе янă та, тата: «Хăпарса курмасăрах ан кул-ха», — тетĕн. Часрах вĕренне пушатса яр, çапла хăпартаççĕ-и мачча тăрне?! — тет.
Старик, кăна илтсен, карчăкне касмăкланă вĕрене пушатса ячĕ. Ухмах шыракан ватта пусма илсе килтерчĕ те ун тăрăх мачча тăрне епле хăпармаллине каласа кăтартрĕ. Çапла вĕрентсе хăварчĕ те малалла кайрĕ.
Пырсан-пырсан, ку каллех ухмахсене тĕл пулать. Вуниккĕн пĕртăвансем килкарти варрине хуранпа вĕри нимĕр çиме кăларса лартнă. Кусем нимĕрне сĕтпе çиесшĕн. Сĕчĕ нӳхрепре. Хăйсем пĕр кашăк анчах илнĕ. Нимĕре çиме çаксем акă епле май тупнă. Пĕри кашăкне илет те, нӳхрепе чупса кайса сĕтне ăсса килсе, нимĕрпе сыпать. Тепри, кăмака çине йăпăр-япăр хăпарса, кашăкне илет те малтанхи пекех тăвать: кашăкĕпе нимĕр ăсса, нӳхрепе каять, унтан нимĕрне сĕтпе сыпать те, пӳрте кĕрсе, кашăкне кăмака çине ывăтать. Виççĕмĕшĕ те, кашăкне кăмака тăрринчен илсе анса, çаплах тăвать. Ыттисем те пĕрин хыççăн тепри малтанхисем пекех тăваççĕ. Нимĕре епле çимеллиые нихăшĕ те пĕлмеççĕ. Ухмах шыракан калать:
— Ухмахсем! Апат çапла çиеççĕ-и? Эсир апла çисе кунĕпеле те тăранаймастăр. Сĕтне нӳхрепрен илсе килсе хуран кутне лартăр. Вуниксĕр вуник кашăк илĕр. Малтан нимĕрне ăсса, унтан сĕтне ăсса сыпса çийĕр, — тет.
Кусене капла вĕрентсе хăварчĕ, тет те, ухмах шыракан:
— Тĕнчере ухмах нумай пулĕ, килех таврăнас, — терĕ, тет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки