Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Сăнӳкерчěк (сăвă)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Эсĕ ăçта пурăнатăн?
    Эсĕ кама тунсăхлатăн?
    Витĕр, салхуллăн пăхатăн.
    Мĕншĕн-ши эс хуйхăратăн?
    
    Эпĕ сана хам ӳкертĕм.
    Эсĕ мĕлке, сăнӳкерчĕк.
    Эп çĕрĕпе çывăрмарăм,
    Шурă хута вараларăм.
    
    Эп култарсан, эс кулатăн.
    Эп макăртсан, макăратăн.
    Салтăнтарсан, салтăнатăн.
    "Çывăр" тесен, çывăратăн.
    
    Эсĕ камне эп пĕлместĕп.
    Эсĕ — мĕлке, эс чĕнместĕн.
    Вăрттăн сана чуп тăватăп,
    Эпĕ сана юрататăп.
    
    Иртрĕ çулла, кĕр те иртрĕ,
    Капăр черчен хĕл те çитрĕ
    Юр таптаса эп пыратăп,
    Ак тамаша! — мĕн куратăп
    
    Манăн савни, манăн ĕмĕт
    Хирĕç утать — чăн е тĕлĕк?
    Темĕн калать, эп илтместĕп
    Эпĕ сăмах чĕнейместĕп.
    
    Санăн сăнна эп ӳкернĕ,
    Эсĕ пурне эп ĕненнĕ.
    Алă сулатăн, кулатăн,
    Эсĕ çумрах пурăнатăн.
    
    Эсĕ камне халь пĕлетĕп,
    Эпĕ сана çеç кĕтетĕп.
    Витĕр, хавассăн пăхатăн,
    Эс те мана юрататăн!
    
Сергей Ермолаев
    "Сувар" №3 (473) 17.01.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки