Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Сăкăт паттăр


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Тахçан авал Пăла шывĕн сулахай çыранĕнче ял пулнă. Ана Сăкăт паттар тытса тăнă. Авалхи Атăлçи Пăлхарстана тутар-монголсем тапăнса керсессен çак яла тытса тăракан улпут пысăк çарпа тутар-монголсене хиреç керешме тытăннă. Анчах вăл тапăнса кĕнĕ тискер тăшмансене çентереймен, юлашкинчен вара çурçĕр енчи сĕм вăрмансене чакса кайнă та унта пурăнма тытăннă. Хăйсем пурăнакан яла унти чăвашсем çав чаплă улпута хисеплесе Сăкăт Патăрьел тесе каланă. Кайран, чылай çул иртсессĕн, çак Сăкăт паттăр ачисем каялла куçса килнĕ те Пăла шывĕн сулахай çыранĕнче çĕнĕ ял пуçласа янă. Ăна вара Кĕçĕн Патăрьел теме тытăннă.
    
    1956 ç. Чăваш Енěн Патăрьелěнче Ф. Башкировран Юхма Мишши çырса илнě. — Авалхи чăваш несěлěсем. 2-мěш кěн. Ш., 1998, 17 с.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки