Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Пӳрнеске
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пурăннă, тет, ĕлĕк пĕр тăлăх арăм. Унăн пӳрнеске пек ачи пулнă. Хăйсен нимĕн çимелли пулман. Ку пӳрнеске пек ачи амăшне калать, тет:
— Анне, эп çав пуян Эрхипĕнне ылтăнне вăрласа килем-и, унăн ылтăнĕ çăнăх ăшĕнче, — тесе калать, тет.
Амăшĕ ачине вăрлама ямĕччĕ, анчах çимелли ним те çук. Çавăнпа амăшĕ ку пӳрнеске пек ачана ылтăн вăрлама кайма чарсах каймасть. Ку Пӳhнески Эрхипĕн кĕлетне кĕрсе кайсан, Эрхип арăмĕ кăвас хума çăнăх илме тухать. Çăнăхне илсе кĕрсе, ăна алламасăрах кăвас çăра пуçлать. Ку Пӳрнески:
— Инке, аякка ыраттаран! — тесе темиçе хут кăшкарать.
Унтан пуян арăмĕ аптăранипе кăвасне ĕнине тухса парать, хăй ĕне сума тухать. Вăл вăхăтра Пӳрнеске ĕне хăлхине кĕрсе ларать. Пуян арăмĕ ĕне сума пуçласанах, Пӳрнеске ĕне халхинчен çыртать, унтан ĕне пуян арăмне тапса ярать. Эрхип арăмĕ ĕни патне:
— Хура ĕне — тăпрукан, хура ĕне — тăпрукан, — тесе пырать, тет; ăна мăшкăлласа, Пӳрнеске селĕпле калать, тет.
Хайхискерсем, ĕне пăсалнă тесе, ĕнине пусаççĕ те пыршисене çырмана кайса пăрахаççĕ. Унта Пӳрнеске те ларса каять.
Ку пыршăсене çиме кашкăр пырать, тет. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те ши-ши-ши! шăхăрать, унччен те пулмасть кашкăр хăраса ним пĕлми тарать. Пӳрнеске хытăран хытă шăхăрать. Кашкăрăн хăранипе чĕри çурăлса каять те вилет. Пӳрнеске шухăшлать, тет: «Епле куна илсе каяс? — тесе калать, тет. — Аннене кайса пĕлтериччен çынсем илсе кайĕç», — тесе шухăшлать, тет. Унтан вара çавăнтах юлма шухăшлать.
Çав кашкăрсем патне купса тройкăпа, тăрантаспа питĕ хытă пырать, тет, тăрантасĕ çине пĕчĕк арчапа ылтăн хунă, тет. Кашкăрсем патне çитсен, лашине чарать те кашкăра хурса илсе каять.
Пӳрнеске: «Тинех пĕтрĕм», — тесе калать, тет. Кăшт кайсан, Пӳрнеске ши-ши! шăхăрать. Купса: «Кам шăхарать-ши?» — тесе, лашине чармасăрах çаврăнса пăхать.
Вăл вăхăтра Пӳрнеске шăхăрмасть. Лешĕ тата кăшт кайсан, ку тата шăхарать. Купса лашисене чарса итлесе пăхать, шăхăрма чарăннипе каллех чуптарать. Пӳрнеске кĕçех тата хытă шахарать. Купса аптаранипе лаши çинчен анса итлесе пăхать. Çав вăхатра Пӳрнеске кашкăр хăлхи ăшĕнчен тухса тилхепене туртать те лашана пушăпа çапать. Купса çул çине пĕчченех тăрса юлать. Пӳрнеске амаш патне каять, тет те, пуйса пурăна пуçлать, тет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки