Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Пуяна улталани


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ĕлек-авал пĕр пуян çын пурăннă, тет. Çав пуян çын каланă, тет:
    — Тăвансем! Итлĕр-ха, эпĕ сире мĕн калам: пуçтарăнăр пĕр çĕре ялти мĕнпур çын. Вара, хăшĕ мана сăмахпа улталĕ, çавна пĕр хутаç укçа паратăп, — тенĕ, тет.
    Çынсем часах пуçтараннă та пуяна улталама пуçланă. Еретпе улталаса пыраççĕ — пĕри те улталаймасть, тет.
    Хай пĕр çамрăк ача улталама пуçларĕ, тет. Ача каларĕ, тет:
    — Эпир ĕлĕк асаттепе иккĕн пурăнаттăмăрччĕ. Пирĕн çĕр пуç вĕлле хурт пурччĕ. Çăва тухсан, хуртсене улăха лартаттăмăрччĕ. Пĕрре асаттепе хуртсем патне кайрăмăр та пăхатпăр — пирĕн икĕ хурт çук. Хай эпир, асаттепе иксĕмĕр, икĕ лаша утлантăмăр та хуртсене шырама кайрамăр. Çӳресен-çӳресен, пĕр хуртне тупрăмăр, тепри çук. Тепĕр кун хам çеç кайрăм. Эх çӳреп, эх çӳреп! Пырса тухрăм пĕр варлăха. Пирĕн хурт варта кашкăрпа çапăçса вырта парать, — тесе каларĕ, тет.
    Леш пуянĕ калать, тет:
    — Çук, улталатăн, хурт нихăçан та кашкăрпа çапăçмасть,— тенĕ, тет.
    Ачи ăна хирĕç:
    — Э-э, улталарăм-и? — терĕ, тет те, укçа хутаççине йăтса тухса кайрĕ, тет.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки