Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Пускилсем ямаççĕ
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕрин кинĕ туя каясшăн пулнă, тет.
— Пускилсем ямаççĕ пуль, — тесе калать, тет, хуняма карчăкĕ.
Хайхискер туя каймалли кун çитрĕ, тет. Пĕрин патне кайрĕ, тет, кин — шӳлкеме памаççĕ, тет, теприн патне кайрĕ, тет, — пустав памаççĕ, тет.
— Шуйттан пускилли! — тесе ятлаçса таврăннă, тет, кин.
— Ара, сана каларăм-иç, пускилсем ямаççĕ тесе, — тесе каларĕ, тет, хуняма карчăкĕ.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки