Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Пурпĕр çурăлмалла
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕр çын пасара кайнă та такана илес тесе çӳрет. Сутуçă патне пынă тет те:
— Такана мĕн хак? — тесе ыйтать, тет.
— Çав хак, — тесе калать, тет, сутуçă.
— Çурăкки пур-и, çурăкки? — тесе ыйтать, тет, лешĕ.
— Мĕншĕн сана çурăкки кирлĕ? — тесе ыйтаççĕ, тет, çынсем.
Вара:
— Вăл пурпĕр хăçан та пулсан пĕрре çуралмалла, — тесе калать, тет, илекен.
Çапла укçа парса илнĕ те каланă:
— Ме каллех, çур та çĕлесе пар, — тенĕ.
Сутуçă вара таканана çурса панă та уншăн тата укçа илнĕ. Леш вара, çурса çĕленĕ таканана илсе, савăнсах киле таврăннă.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки