Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Пуппа тимĕрçĕ


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пуп лаша таканлаттарма тимĕрçе пычĕ, тет.
    — Мĕн чухле таканлатăн? — тесе ыйтрĕ, тет, пуп тимĕрçĕрен.
    — Такан пуçне икшер тепкĕ, — тет ăна хайхи тимĕрç.
    — Çук, апла хаклă пулать, — тет, пуп.
    — Хаклă пулсан, урăхла тавăпăр. Пăтаран тӳле, эппип, — тет пупа тимĕрç. — Пĕрремĕш пăташан — пĕр пус, иккĕмĕшĕшĕн икĕ хут ытла — тăватă пус, виççĕмĕшĕшĕп виçĕ хут ытла — тăхăр пус. Ыттисемшĕн те çапла: миçе пăта, çавăн чухлĕ хаклăрах тӳлĕн, — тет тимĕрç.
    — Ак капла юрать! — терĕ, тет, пуп, савăнса кайса. — Капла тăватă урине те таканлаттаратăп. Йӳне ӳкет!
    — Таватă урине пурĕ çирĕм тăватă пăта кирлĕ пулать, — тет тимĕрç.
    — Юрать, юрать, килешетĕп, — тет пуп.
    Лашана таканласа пĕтерсен, мĕн чухле тӳлемеллине шутлама тытанаççĕ те, пупăн пĕтĕмпе тимĕрç малтан каланă сакăр тенкĕ вырăнне темиçе хут ытла тӳлемелле пулса тăнă, тет.
    Пуп ĕнсине хыçа-хыçа тӳлесе хаварчĕ, тет те, укçине, лашине çавăтса, лапсăртатрĕ, тет, килнелле.
    — Сан пек хытă пупа çапла кирлĕччĕ-ха! — тесе юлчĕ, тет, тимĕрç хĕртнĕ тимĕрне чăнкки-чанкки шаккаса.
    Миçе тенкĕ тӳлесе хăварнă пуп тимĕрçе?


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки