Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Предприниматель (сăвă)
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Манăн хăта Микканур,
Калама çук, пит маттур:
Выльăх пухса халăхран
Какай сутать хулара.
Унăн вĕр-çĕнĕ "Газель",
Пурăнать вăл хальхилле.
Тупнă хăта ансат мел,
Выльăх пухать вăл çĕрле.
Алă айне мĕн лекет,
Хăтăлаймасть хăтаран,
Çав каçхинех тӳнтерет,
Какайне сутать кайран.
Ял выльăхне тĕкĕнмест,
Тĕслĕх илет кашкăртан.
Аякрине хĕрхенмест,
Илсе тухать картаран.
Лартрĕ ик хутлă кермен
Кĕленче пек кирпĕчрен.
Пур ĕçе ĕçлекенсем,
Ун килĕнче тарçăсем.
Предприниматель хăта,
Документ пур аллинче.
Кун хута та çĕр хута
Канăç çеç çук чĕринче.
Непсĕ ярсан та тымар,
Çыннăн куççулĕ шыв мар.
Ку ĕçе пăрахмасан
Тулĕ шалçи ман хăтан.
Анатолий Чебанов
"Сувар" №3 (474) 17.01.2003 хаçачěнчен илнě
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки