Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Пике патша
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Вырăссем Хусан ханлăхне пăхăнтариччен чăвашсем уйрăм халăх шутланнă, вĕсен хăйсен патшисемпе пуçлăхесем те пулнă (миçе патша пулнине асăнмаççĕ). Юлашки чăваш патши Пике ятлă пулнă. Пике хăй халăхне хăй пĕлнĕ пек пăхса пурăннă пулин те Хусан ханне пăхăнса тăнă. Çавăнпа унăн вăхăтран вăхăта хан патне пуç тайма çӳреме тивнĕ. Кашни пымассеренех Хусан ханĕ чăваш патшинчен мăшкăлласа кулнă. Сăмахран, ханăн лаша çине утланмалла пулсан вăл Пикене лаша çумне чĕркуçленсе тăма хушнă, вара пĕр урипе унăн хулпуççийĕ çине, тепĕр урипе пуçĕ çине пусса лаши çине утланса ларнă.
Пике патша хан мăшкăлне чылай вăхăт тӳссе пурăннă. Анчах унăн чăтăмлăхе пĕтнĕ, вара вăл вырăс патши Иван Грознăй патне кайнă та Хусан ханлăхне пĕтерме, хăйне те, халăхне те хан пусмăрĕпе мăшкăлĕнчен хăтарма тархасласах ыйтнă, ӳкĕтленĕ. Пике тархасласа ыйтни Иван Грознăй кăмăлне килнĕ: вăл Хусан ханлăхне пăхăнтарнă...
Хан пусмăрне тӳссе пурăннă чăвашсем вырăссем хулана пăхăнтарнă чухне вĕсене хирĕç тăман: вырăс çарĕсене хĕпĕртесе кĕтсе илнĕ, хăйсен тăшманĕсене хăвăртрах çĕнтерме пулăшса пынă.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки