Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Мулкач


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Эпир пĕрре асаттепе сунара кайрăмăр. Пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кӳсĕкпе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.
    Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Хам пĕчченех тытрам та мулкача çĕклерĕм хутăм.
    Пар лаша кӳлнĕ хамăр. Пар лашана хăвалатпăр — туртаймаççĕ. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать.
    Киле таврăнтăмăр. Мулкача асаттепе йăтма тăратпăр — йăтаймастпар. Пĕччен тытрăм та вăштах йатрам.
    Алăкран кĕртме тăратăп — кемест. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Çăпалана хуратпăр — тулмасть.
    Аннене пĕçерме хушрăм. Анне пăхса тăман та, яшки хытă вĕренĕ, мулкач вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. Ăна кушак çинĕ те янă. Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки