Пирĕн ял ĕлĕк, ялти ватăсем каланă тăрăх, пĕр çĕр алă çул каялла пирĕн ял куçса ларакан Мушкасси çыннисенчен пуçланса кайнă теççĕ. Мушкасси çыннисен тахшин мăкăрĕсем çĕтнĕ тет. Вара вĕсем эрни-эрнипе çав мăкăрĕсене шыраса пирĕн ял вырăнне пырса тухнă тет. Çĕнĕ вырăн вĕсене питĕ килĕшнĕ пулмалла. Вăрман хĕрринче юханшыв та пур. Çитет те пурăнма.
Çак çынсем ĕнтĕ хăйсен ялĕнчен çĕнĕ çĕре, хальхи пирĕн ялтан пĕр çухрăм патнелле çырма хĕрне, пырса çуртсем лартнă. Хăйсен Мушкасси майлăрах ятне те Муштавăш тесе ят панă.
Вĕсен 3—4 çурчĕ патĕнчен вăл вăхăтра мăн çул пулнă теççĕ. Çав мăн çул тăрăх Дон касаккисем нумай çӳренĕ тет. Вĕсем çав яла кĕрсе нумайăш хваттерте выртатчĕç тет те усал ĕçсем туса, сиен туса хăваратчĕç теççĕ. Çавăнпа çак ял çыннисем хальхи вырăна куçса ларнă. Çавăнтан вара пĕчĕккĕн ерипе ӳссе Мăштавăш ялĕ паян кунччен 70 киле яхăн ӳссе кайнă.
Кашласа ларакан юмансем халь çаралнă ĕнтĕ. Уйсенче е улăхсенче, вар çыранĕсенче çеç унта-кунта йывăç тĕмисем, ĕлĕк çук вырăнсенче сĕм вăрмансем кашласа ларнине астутарса лараççĕ...
Вăрман халь те ял çывăхĕнчех, анчах вăл та чухăн. Ял çумĕпе юханшыв юхса пĕр-ик çухрăмра иртекен Йĕпшыва тухать. Вăл тавра Михлаван арманĕ, Хурăнлă арман тата ытти армансем ĕлĕкхи хăйсен ячĕсемпех хантăртатса авăрса лараççĕ...
Çырма-çатра ял таврашĕнче самаях. Вĕсен ячĕсем: Кĕçни çырма, Алтан çырми, Лукка варĕ, Ӳплер варĕ, Ик-Сакон çырми, Япăх варĕ, Уçăп варĕ, Янтут варĕ, Капан карти, Тиха хурами çырми, Сенĕк лупашки, Тутар пуç лупашки т.ыт.те.
Вăрманти вырăнсен ячĕсем: Çĕнĕ карта, Илле çаран, Вăта çаран, Хĕрринчи çаран, Çĕмĕрт лаппи, Апхун çаран, Кăтра çаран, Утар вырăнĕ т.ыт.те. Анчах ку ятсем мĕнрен, мĕнле тухса кайни çинчен нимех те калама пултараймастăп. Çапла пирĕн ял пуçланса паянхи куна çитнĕ.
ЧР Шупашкар районĕнче Мăштавăшра çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 618, 81 л.