Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Малтанхи аслати
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Кăнтăрлахи тӳпе уярччĕ,
Çуса тасатнă пек таса.
Анчах та пĕлĕт кăвакарчĕ,
Таçтан вăл тухрě капланса.
Нӳрелчĕ сывлăш. Çут çанталăк
Шав тĕттĕмленчĕ ерипен.
Ял çумĕнчи лаштра çăкалăх
Шăп пулчĕ пек. Тем сисрĕ тен.
Сасартăк аслати сассийĕ
Шартлатрĕ шăплăха татса,
Вара вăл кайрĕ улăх çийĕн
Кĕмсĕртетсе, кăлтăртатса.
Пӳртсем çине çывхарнăçемĕн
Шĕвелчĕç тĕксĕм пĕлĕтсем.
Пуçланчĕ шăпăр-шăпăр çемĕ,
Ташларĕç кĕмĕл пĕрчĕсем.
Александ Алка
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки