Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Мăчавăрсем халăха каланинчен
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Ача-пăчапа яш-кĕрĕме панă пилсемпе халапсем хушшинче аслисем кĕçĕнреххисене вĕрентсе, канашласа, асăрхаттарса, пулăшса каланă сăмахсем йышлă. Унсăр пуçне мăчавăрсемпе картсем, ламшарсем халăха вĕрентсе каланă кĕлĕ-ӳкĕт сăмахĕсем хăйне уйрăм ушкăна кĕреççĕ. Вĕсем чăвашсен «Тура кĕнекинче» самаях сулăмлă вырăн йышăнаççĕ. Тутарстанри Акрель ялĕнчи П.Н.Родионова ăста, Шупашкар районĕнчи Янăш Хеохванĕ ламшар, Самар облаçĕнчи Питтăпаль ялĕнчи (Похвиçнĕ районĕ) Д.И.Якупова таврапĕлӳçĕ нумай çулсем упраса пурăннă «Тура кĕнекинчи» тĕслĕхсем кĕлле, ӳкĕте, пиле çывăх. Вĕсенче калас шухăша анлăрах ăнлантарса панă, ваттисен сăмахĕсемпе усă курса халăха ăса вĕрентсе каланă. Чăваш таврапĕлӳçисен союзĕн архивĕнче упранакан «Турă кĕнекин» алăпа çырнă виçĕ тетрадĕнче те темиçе пĕр йышши кĕлĕ пур. Ахăртнех, маларахри тапхăрсенче «Турă кĕнеки» пĕтĕм халăх усă куракан вĕрентӳ пулнă пулас.
Кунта эсир «Турă кĕнекинчен» 1991 çулта Н.В.Трофимовăпа А.Г.Селиванова тата ытти студентсем çырса илнĕ тĕслĕхсене тупма пултаратăр. Вĕсене «Пилсемпе кĕлĕсем» кĕнекерен илнĕ
«Турă кĕнекинче» çапла çырнă:
Тӳпере çăлтăр нумай, çĕр çинче халăх нумай. Халăхпа халăх пĕрле пулни Турă ырлăхĕ, Турă мухтавĕ. Халăхсенче ăслă çын та, ухмах çын та пулать. Ăслине ухмах йышăнмасть, ухмахсене халăх йышăнмасть. Тӳсĕм çук çын ухмах пулать, йывăр чунлă çын ухмах пулать. Ăслă çын ĕçрен хăрамасть, ăслă çын усал хыççăн утмасть, ăслă çын тĕрĕслĕхе пытармасть. Ăслă çын çиллине çиеле кăлармасть, мăшкăл сăмах каласа ята ямасть. Ăслă пулма чăтăмлăх кирлĕ, тăнлă-пуçлă шухăш кирлĕ, ырă сăмахлă чĕлхе кирлĕ. Пуçра пурри — чĕлхе çинче. Чĕлхери сăмах — пурнăç йывăçĕн турачĕ. Ăса та, сăмаха та упрас пулать.
* * *
Тăван йывăр чухне кирлĕ, савăнăçра ют çын та юлташ. Ахальтен мар тăван тăварпа пиçнĕ теççĕ. Тăван хăй тăванĕн хуйхине курсан алă çупса тăрас çук, хута кĕме чупса пырать, шыва сикет, вута кĕрет. Тăшман апла тăвать-и?
Хытă чĕреллĕ тăван та, ултав чунлă тăван та хăй тăванне пĕлетех. Çилленсен те хирĕçсен те каçарма пĕлес пулать. Тăнсăр çын кăна тăванне начар тăвать. Начар тăван та кирлĕ кунра кирлĕ пулать, начар лаша та çуркунне суха тăвать, ака-çарана шуратать. Япăх тăван та нимене пырсан пĕр туртанах туртать, усă тăвать. Тăвана лайăх-начар çине ан уйăрăр.
* * *
Эй кĕрешӳре вилнĕ несĕл-ăру паттăрĕсем! Эсир сурансемпе асапсем тӳссе, тарпа юн юхтарса хăвăр пурнăçа хĕрхенмесĕр тăван йăх тымарне упраса хăварнă. Эсир виçесĕр нумай чăтнă. Виçесĕр нумай тăрăшнă, халран кайса выртман, тухнă çулран пăрăнман. Мухтав сире, чап сире, сирĕншĕн Турра кĕлĕ тăватпăр, чӳке парне паратпăр.
Аслă Турă вилсе выртнисене ура çине тăратнă, ачи-пăчисемпе пĕрле ĕçме-çиме панă, пуçланă ĕмĕре тăсма хушнă. Эпир çавна тăватпăр, сиртен пил ыйтатпăр. Пил парăр пире, ăру ваттисем! Çак тĕнчене канлĕхе кĕртме вăй парăр пире!
* * *
Таса ĕмĕтлĕ, таса пурнăçлă Пӳлĕх Турă, Аслă Турă умĕнче пирĕншĕн те ырă сăмах каласанччĕ эсĕ. Эсĕ сывлăш шывĕ пек таса, эсĕ çăлкуç таппи пек тăрă, ĕненӳпе юрату вутне нихçан та сӳнтермесĕр этеме тăрăшса ĕçлеме, килĕштерсе пурăнма хушатăн. Эсĕ хушнисене эпир тӳрĕ кăмăлпа итлесе тăратпăр, телейпе ырлăх пултăр тесе тăрăшатпăр. Суран çине суран пулни, тăшман çине тăшман килни пире хăратмасть. Эсĕ пире тĕреклĕ юпа пек шанчăк парса тăратăн, тĕрĕслĕх тӳрре тухасса вĕрентетĕн. Пӳлĕхĕмĕр, пире шанчăкран ан кăлар, чарулăхпа чăтăмлăх пар, нушана та, ырăлăха та унчченех чăтса курнă пекех виçеллĕ ирттерсе яма вăй пар!..
* * *
Усал сăмах каласран сыхланакан çын тӳсĕмлĕ пулать, ăс пухать. Пĕлмен япалана пĕлнĕ пек калакана ухмах теççĕ, пĕлмен чухне чĕнмесĕр тăма хушнă. Пĕлменĕн пĕр хуйхă, пĕлекенĕн çĕр нуша! Чĕнмесĕр тăракан пĕлнĕ пек курăнать! Ашшĕ-амăшне хирĕç калакан ывăл-хĕр хисеп тупаймасть, мĕншĕн тесен вăл ухмах. Ăслă ача аслипе тавлашмасть, тĕрĕссине те пытармасть. Тĕрĕс сăмах пĕрех тĕрĕс, вал хăçан та пулсан çиеле тухать. Элек сăмах инçе каять те çавах çаврăнса килет, суеçĕ пуçĕ сине ӳкет.
* * *
Аскăнлăхпа, мăнтăрлăхпа, чарусăрлăхпа, çăткăнлăхпа, хурлăхпа, усал шухăш тытса суранланнă çынсене калатăп: тӳрленми суран çук, иртми вăхăт çук. Туррăн ырăлăхĕпе савăнса пурăннă чухне хура халăх çăкăрне варалас пулмасть, хура халăх телейне таптас пулмасть. Таса куççуль тусанпа витĕнмест. Таса куççуль сăмахпа сивĕнмест. Вăл сирĕн ĕмĕр вĕçне вĕри куççулĕрпе килет, тивĕçлине тавăрса парать.
Ырă ĕç тума васкăр, вараланчăк аллăрсене çуса тасатăр, пăтранчăк чунăрсене ырă ĕмĕтпе çутатăр — кунтан сăваплăраххи нимĕн те тупăнаймĕ. Халăх умĕнче пурри Тура умĕнче пулĕ!
* * *
Иртен çул çинче илĕртекен çимĕç нумай. Çын пахчинчи çимĕçе ыйтмасăр татса ан ил.
Пурнан пурнăçра астаракан ырлăх нумай. Çын аллинчи ырлăха ыйтмасăр ан ил.
Çил хăвалакана астарма йывăр мар, вăл кашни хапха умнех пырса тухайрать, кашни уçă алăкранах кĕрсе каяйрать. Хăй çулĕпе тĕллевлĕ васкакан этем кашни хапхаранах кĕрсе тухмасть, кашни астараканах ал-хапăл пулмасть. Эсĕ çӳрес çул çинчи çăлкуçсенчен эсĕ çеç ĕçместĕн. Ăна пăхса тăраканĕсем пур. Эсĕ иртес çул çинчи çырласене эсĕ çеç çиместĕн. Вĕсене пăхса тăракансем пур. Çавна асра тыт та малалла çирĕп ут.
Пĕлмен çимĕçе çийиччен, пĕлмен шыва ĕçиччен халăх çăлĕ патне, ял пахчи патне çитме тăрăш.
* * *
Ырă кăмăлпа çук çынна пулăшса инкекрен хăтарни хамăра хамăр таса тытнине, тăванлăха упранине пĕлтерсе тăрать. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, эсĕ ырă тунине ыттисем те ырăпа тавăрĕç, эсĕ сиен тунине ыттисем ылханса çавăрĕç.
Этем улĕ-хĕрĕ хушшинче тӳрленми чирпе асапланаканĕсем пур, усалпа ермешнĕ айванĕсем пур, этем улĕн-хĕрĕн суранпа нушаланаканĕсем пур, мĕскĕн кăмăлпа хуçăлнисем пур, этем улĕн-хĕрĕн юрлăх-çуклăхпа, выçлăх-çăткăнлăхпа касăхаканĕсем пур. Туррăмăр, çавсене йĕркеллĕ пурнăç туса пурăнмаллине тупса пар. Ĕçлеме тивĕçлине ĕç умне тăрат, инкек чирлине сиплĕх эмелне тупма кăтарт... Çавăншăн сан умра кĕлĕ тăватпăр.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки