Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Лапшу Çтаппанĕ ятлă пысăк çын


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ĕлĕк-авал пĕр Лапшу Çтаппанĕ ятлă пысăк та вăйлă çын пурăннă тет. Вăл пĕрре ярса пусса тăватă-пилĕк çухрăм кайнă тет. Унăн пуçĕ таçта кăвак пĕлĕтсем хушшинчех пулнă. Лапшу Çтаппанĕн арăмĕ те пулнă тет. Вăл пĕр пӳртре пурăннă. Лапшу Çтаппанĕ пӳрте кĕме пултарайман тет. Арăмĕ вара ăна апат тула тухса çитернĕ тет.
    
    1956 çулта Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Курнавăшра П.М.Смирнов çырса илнĕ. — Ордюков пуххи.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки