Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Купăста вăрри
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
— Ăçта кайрăн?
— Пасара.
— Мĕн илтĕн?
— Купăста вăрри.
— Акрăн-и, турăн-и?
— Акрăм-турăм та — Илме качаки çисе ячĕ.
— Ма хăваламарăн?
— Хăваларăм та — Атăл урлă каçсах кайрĕ.
— Атăлĕ çавнашкал пуль?
— Атăлĕ Атăлах: ача сиксе каçать.
— Ачу çавнашкал пуль?
— Ачи ачах: юман тăрне кутăн та пуçан хăпарса анать.
— Юманĕ çавнашкал пуль?
— Юманĕ юманах: пĕр хĕл хутмă çитет.
— Хĕлĕ çавнашкал пуль?
— Хĕлĕ хĕлех: хĕрсем хĕрĕх хутăр хутăраççĕ, арăмсем аллă хутăр хутăраççĕ.
— Хутăрĕ çавнашкал пуль?
— Хутăрĕ хутăрах: ял тавра виççĕ çаврăнать.
— Ялĕ çавнашкал пуль?
— Ялĕ ялах: урлăшĕ ултă хăлаç, тăршшĕ тăхăр хăлаç.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки