Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Кукамипе кукаçи


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    
Кукамипе кукаçи
Кукăль пĕçереççĕ,
Кукăль пĕçереççĕ –
Чуп туса илеççĕ.

Кукаçипе Куками
Хăма савалаççĕ,
Хăма савалаççĕ –
Хирĕççе каяççĕ.

Кукамипе кукаçи
Хăнана каяççĕ,
Хăнана каяççĕ –
Юррине хываççĕ.

Пуйăс килет, пуйăс каять,
Куками ларса каять,
Кукаçин те лармаллаччĕ –
Чĕлĕмĕ манса юлать.

Пуйăс килет, пуйăс килет,
Куками ларса килет,
Кукамине кукаçи
Кăмăлсăр кĕтсе илет.

Ах, мĕн-ма-ши сарă кайăк
Турат çине лараймасть?
Ах, мĕн-ма-ши кукамийĕ
Кукаçине юраймасть?..


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки