Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Кашкăр (юмах)
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕрре кашкăр вăрманпа иртсе пырать, тет. Курать, тет, вăл улатăпана. Улатăпа ун чухне йывăç шакканă. Кашкăр калать:
— Мĕн чухлĕ йывăç шаккатăн — шурă пӳрт лартаймастăн!— тет.
— Эсĕ мĕн чухлĕ сурăх çуратăн, çапах та шурă кĕрĕк çĕлетейместĕн! — тет улатăпи.
Кашкăр çĕвĕç патне кайрĕ, тет те:
— Мана кĕрĕк çĕлесе паратăн-и? — терĕ тет.
— Паратăп, — тет çĕвĕçи.
— Миçе тир кайĕ вара ăна?— тесе ыйтать кашкăрĕ.
— Аллă сурăх çурсан çитĕ,— тет çĕвĕçĕ.
Кашкăр каять те аллă сурăх çурса килсе парать.
Нумай тăрать-и, сахал тăрать-и — кашкăр килет кĕрĕк ыйтма. Çĕвĕçĕ калать:
— Çуррине çĕленĕ ĕнтĕ,— тет.
Хай кашкăр тепре килет те:
— Ěлкĕртни?—тет.
Хуçи:
— Кĕр-ха!— тет.
Кашкăр кĕрсен, çĕвĕç калать:
— Пĕтернĕччĕ те-ха, арăм хăнана тăхăнса кайрĕ,— тет.
Хай кусем каяççĕ, тет, шырама. Кайсан-кайсан, чӳрече витĕр курать, тет, кашкăр шурă кĕрĕк выртнине. Кусем кĕчĕç, тет, пӳрте. Пурте çывăрнă. тет. Кашкăрĕ:
— Атя тĕпсакайне сăра ĕçме!—тет.
— Атя,— тет çынни.
Анчĕç. Малтан çынни ĕçрĕ, унтан кашкăрĕ ĕçрĕ. Иккĕшĕ кăшт çеç пĕр пичĕкене пĕтермерĕç, тет. Унтан татах çынни ĕçе пуçларĕ. Хăй калать, тет, кашкăра:
— Асту, ан юрла!—тет.
Хай унччен те пулмарĕ, тет, кашкăрĕ ӳлесе те ячĕ, тет. Куна илтсен, пурте сиксе тăчĕç, тет те, тытăнчĕç, тет, кашкăра чышкă пама: хăшĕ турчăкапа, хăшĕ çатма тимĕррипе, хăшĕ ухватпа. Хай кашкăра çапла вĕлерчĕç, тет те, тирне сӳсе сутрĕç, тет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки