Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Кантăр кĕпи


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пĕр çамрăк арăмăн упăшки вилнĕ пулнă. Ун патне усал пыма вĕреннĕ. Çак хĕрарăм унран ниепле те тасалаймасть.
    Пĕри ăна:
    — Эсĕ кантăр кĕпи çак алăк çине, усал ан кĕрейтĕр, — тесе калать, тет.
    Хĕрарăм кантăр пир кĕпи çĕлерĕ, тет те, алăкĕ çине çакса ячĕ, тет. Усалĕ пычĕ, тет. Кантăр кĕпи:
    — Чим-ха, ан кĕр-ха, — тет,— хам ĕмĕрте мĕн курнине каласа кăтартам,—тет.
    Усалĕ:
    — Кала, эппин,— тет.
    — Эпĕ хам ĕмĕрте пит нумай курнă,— тет кĕпи. — Мана акиччен çěре сухалаççĕ, сӳреççĕ, вара мана акаççĕ. Ик-виç кунтан сӳрепе тавăраççĕ. Эпĕ шăтса тухатăп, ӳсетĕп. Ман çинче пуса пулать.
    — Кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.
    — Чим-ха, каласа пĕтерем-ха. — тет кěпи. — Пусине ман çинчен уйăрса илеççĕ, вара эпĕ пулса çитетĕп те, мана тĕппе вăяççĕ — татаççě-тăпăлтараççĕ, унтан кута татаççĕ.
    — Ну, кĕрт ĕнтĕ! — тет усалĕ.
    — Чим-ха, каласа пĕтерем-ха, — тет кĕпи.— Унтан мана çапаççĕ, ман вăрра пухса илеççĕ.
    — Ну, кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.
    — Чим-ха, каласа пĕтерем-ха, — тет кĕпи.
    Кĕпи каласа пĕтереймест — автан авăтса ярать. Усал вăл каç арăм патне кĕреймесĕрех пăрахса каять.
    Тепĕр каç хайхискер татах пычĕ, тет. Кĕпи калать, тет.
    — Ман вăрра çапса тĕшĕклеççĕ, сăвăраççĕ, пухса хураççĕ, кантăрне уйрăм купалаççĕ те шыва кайса хутаççĕ. Çапла мана виç эрне шывра вырттараççĕ.
    — Ну, кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.
    — Чим-ха, каласа пĕтерем-ха, — тет кĕпи. — Виç эрнерен мана шывран кăлараççĕ те типĕтме тăратаççĕ.
    — Ну, кĕрт ĕнтĕ! — тесе калать, тет, усалĕ.
    — Чим-ха, каласа пĕтерем-ха, хамăнне шăмма-шакка мĕнле çĕмĕрнине каласа кăтартам, — тет кĕпе. — Манне пĕтĕм шăмма-шакка çĕмĕрсе силлеççĕ, ӳте шăмă-шакран тасатаççĕ. Унтан мана, килĕ çине хурса, ниме ярса тăваттăн-пиллĕкĕн тĕвеççĕ,— тет.
    — Кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.
    — Манран мĕнпур тусана тӳсе кăлараççĕ, таса ӳт анчах хăвараççĕ, — тет кĕпи. — Турахуп çине çакса, пĕрчĕн-пĕрчĕн уйăрса, арласа манран çип тăваççĕ. Çиппине хутăр йывăççи çине хутăрса, унтан илсе шыв çине чиксе, çăра кĕлпеле чĕркесе хураççĕ, пур куçа-пуçа хупăрлаççĕ, пур куçа кĕл тултараççĕ, нимĕн те курмастăп.
    — Кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.
    — Чим-ха, хам ĕмĕрте мĕн-мĕн курнине каласа пĕтерем-ха, — тет кĕпи.
    Татах кĕртмест кĕпи усала. Татах автан авăтса ярать.
    Виççĕмĕш каç усал каллех пырать.
    — Мана вара çуса тасатаççĕ, типĕтеççĕ, çăмхалаççĕ те кĕр витер, хěç витĕр кăлараççĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн ывăтса, манран пир тăваççĕ.
    — Ну, кĕрт ĕнтĕ!
    — Нумай мар ĕнтĕ, каласах пĕтерем, — тет кĕпи.
    — Кайран вара пирне, шыва чиксе кĕл çинче вĕретсе, урама шурă юр çине сарса шуратаççĕ, тăрă шывпа куçа тулнă кĕле тасатаççĕ. Татах мана тăваттăн тăрса тĕвеççĕ, çапаççĕ. Чĕркесе хураççĕ те унтан касса кĕпе çĕлеççĕ,— тет кăна кĕпи — автан авăтса та ярать.
    Вара усал каллех кĕреймен, тарăхса пачах пăрахса кайнă. Çавăтан вара арăм усалтан тасалнă, тет.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки