Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Йывăç-курăка туса хуни


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Этемсем Шуйттанпа Эсреле курайми пулнă. Ăçта курнă, унтан хăваланă. Лешěсем ниçта пытанма çуккипе Турă патне пынă та:
    — Тěнче çара, пире пытанма çěр çинче вырăн çук, — тенě тет.
    — Эсир мěн тăвасшăн вара? — ыйтнă Турă.
    — Çěре тěклентересчě, — тенě тет хайхисем.
    Турă пěр ывçă çěр илчě тет те йăваласа йывăç туса лартрě тет. Эсрелпе Шуйттана та çавăн пек туса лартма хушрě тет. Çавăнтан вара Турă лартнă йывăç-курăк çимěçлě, Шуйттанпа Эсрел лартнисем çара пулса тухнă.
    Çав вăхăтран йывăç-курăксем шăтса çěр тěкленсе кайнă.
    
Çавăн пекех урăх халапсене пăхăр
    
    1982 çулта Чăваш Енěн Красноармейски районěнчи Тусайра 61-ри М. Захаровăран В. Алексеева çырса илнě. — ЧПГĂ


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки