Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Вырăсла пĕлекенсем
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Икĕ çын çулпа пынă, тет. Вĕсем иккĕш те вырăсла лайăх пĕлнипе мухтанаççĕ, тет. Пĕри:
— Торокă талекко твой? — тесе калать тет.
Тепри:
— Хватайт ищĕ, — тесе калать тет.
Малтанхи татах мухтанать, тет. Мухтанса пынă вăхăтра чĕлĕмĕнчен хĕм сирпĕнсе сăхманĕ çунма тытăнчĕ, тет.
Тепри:
— Армяк корти, твой, — тесе калать, тет.
— Ăнланмастăп тесе калатним, ăнланатăп, — тесе калать, тет.
— Кориш вĕт! — тет тепри.
— Пĕлетĕп, пĕлетеп, — тет ку.
— Армяк корит, армяк! — тет тепри.
— Снаю, снаю, — тет ку.
— Ну, сăхману çунать вĕт ĕнтĕ, мĕн пуçна каçăртса пыран! — тесе калать, тет, тепри, тӳсеймесĕр чăвашлах.
— Эй-яй! Ма паçăрах каламастăн, çунса каятăп вĕт! — терĕ, тет, ку.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки