Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Вупăр Уйăха çини çинчен


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пирĕн ялти чăвашсем каçхине уйăх курăнми пулсан Уйăха вăпăр çиет теççĕ. Вăпăрĕ уйăха çиме тĕпне касман çăка йывăççине сӳсе илнĕ йывăç тăрăх улăхать теççĕ. Вара ун пек чухне Уйăха Вăпăр ан çитĕр тесе Уйăха хирĕç вутлă кĕлпе авăсаççĕ. Е тата пилеш йывăççинчен тунă сенĕк юпписене уйăрса Уйăх еннелле ывăтсан Вăпăрĕ Уйăх çинчен çĕре персе ӳкет теççĕ.
    
    1913 ç. Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнчи Кив Канккелте Н.Богданов çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 246, 375 с. Автор асăрхаттарни пур: «Вăпăрĕ хăй хĕрарăмран пулнă теççĕ. Çав хĕрарăм ашшĕ-амăшĕ ылханса Усал (Вăпăр) пулса кайнă теççĕ».
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки