Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Варясем


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Эс те — Варя,
    Эп те — Варя,
    Иксĕмĕр те — Варясем.
    Эс те — вăрă,
    Эп те — вăрă,
    Иксĕмĕр те — вăрăсем.
    
    Сан ал — куккăр,
    Ман ал — куккăр,
    Эппин, эпĕр — "куккăрсем".
    Эс те курман,
    Эп те курман,
    Пулнă эпĕр суккăрсем.
    
    Сан та — кермен,
    Ман та — кермен,
    Чаплă пирĕн керменсем!
    Сисмерĕмĕр:
    Керменсенчен
    Пулчĕç тăчĕç тĕрмесем.
    
    Эс те ларан,
    Эп те ларап —
    Тахçан çапла кирлĕ те.
    Эс те КУРАН,
    Эп те КУРАП
    Умри шутсăр кирпĕче...
    
Александр Савельев-Сас
    "Сувар" №3 (474) 17.01.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки