Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Вăрăпа амăшĕ
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Ĕлĕк пĕр хĕрарăм пурăннă. Унăн ачи пĕчĕклех çын япăлине хĕстерме юратнă.
Пĕрре вăл çапла кӳршĕрен çăмăрта вăрласа килнĕ те амăшне панă. Амăшĕ савăнса кулкаланă, çăмартине ăшаласа çитернĕ.
Тепрехинче хайхи ача пĕчĕк пуртă вăрласа килнĕ. Ăна каллех амăшне панă. Амăшĕ нимĕн те шарламан.
Уснĕçемĕн ача ытларах вăрлама тытăннă. Юлашкинчен лашасем те вăрласа сутнă. Пĕрре тытăнман, тепре тытăнман вăрă. Виççĕмĕшĕнче тытăннă. Халăх вăрра хытă хĕненĕ. Хăй çине лаша хӳри çакса, ăна урам тăрăх уттарнă, тăван амăшĕ патне илсе пынă. Вăрă хăйне амăшĕ пĕчĕк чухне вăрлама чарманшăн, хăй çавăнпа пăсăлса кайнăшăн питĕ тарăхнă. Вăл халăхран хăйне амăшĕ патне яма ыйтнă. Халăх ăна амăшĕ патне янă. Вăрă ача мĕнле амăшĕ патне пынă, çапла унăн кăкăрне çыртнă та татнă.
— Эсĕ мана пĕчĕклех ăс памарăн, вăрлама чармарăн. Эпĕ çапла та пулас çукчĕ, — тенĕ вăл.
Амăшĕ кăкăрĕ ыратнипе вилсе кайнă. Вăррине хăйне халăх хытă хĕнесе вĕлернĕ.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки