Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Атăл юрри


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ачаш ача пек Атăл ирхине:
    Ăш çил лăпкать, вăл тутлăн анаслать.
    Вăран, юлташ! Уç чатăр аркине,
    Мал ен сана хаваслăн саламлать.
    
    Ĕçри ĕçчен пек Атăл кăнтăрла:
    Вылять ун çийĕн тĕтĕм те ăрша...
    Кунта мухтавлă тинĕс пулмалла,
    Эппин, ĕçлер-и, тусăм, тăрăшса.
    
    Пуса каччи пек Атăл каçхине:
    Юрлать, ташлать, кăшт хĕрĕнкĕ курнать...
    Мĕн пулчĕ, тусăм, санăн киммӳне,
    Çут уйăх çулĕнчен ма пăрăнать?
    
    Çумри юлташ пек Атăл сĕм çĕрле:
    Инçе-инçе чĕнеççĕ çутисем...
    Çитер, юлташ, пĕр тухнă çĕрелле,
    Эпир — пулас мăн тинĕс хуçисем.
    
    Митта Ваçлейě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки