Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Атăл урлă каçсан, ăс кĕрет


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ĕлĕк-авал икĕ çулçӳрекенĕн лашапа Атăл урлă каçмалла пулнă. Тин ларнă пăр пĕр тĕлте яп-яка шăнна, унта лаши ури тытман, пырса кĕнĕ-кĕмен шуса ӳкнĕ.
    — Мĕн тăвăпăр? — тенĕ пĕр çулçӳрекенĕ теприне.
    — Нимех те мар, лашана чĕлпĕрпе çыхăпăр та сĕтĕрсе каçăпăр, — тенĕ лешĕ.
    Каланă та ĕçне те тунă. Вĕсем пăр çине шаплатса ӳкнĕ лашана чĕлпĕрпе çыхса çыран хĕррине сĕтĕрсе тухнă. Анчах лаша тирĕ, пăр çинче шуса пырса, юн тухичченех шăйăрăлнă иккен.
    — Эх! — тесе каларĕ, тет, вара хай çулçӳрекен, ĕнсине хыçса. — Куна пĕлнĕ пулсан, лашана хуп çине хурса каçармаллаччĕ пирĕн.
    — Çаплаччĕ те. Малтан эпир Атăл урлă каçман-çке, — терĕ, тет, тепри.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки