Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Атăл паттăр
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Тахçан-тахçан авалах, асатте каласа панăччĕ, чăвашсен Атăл ятлă патша пулнă. Пит вăйлă патша пулнă çав. Ун чухне чăвашсем темле тăшмана та пĕрмай çĕнтерсе пынă. Çак чăваш патши вăрçă вăрçма юратнă, пит хастар çапăçнă.
Çапла пĕрре вăйлă вăрçă пуçланнă. Çак чăваш патши, Атăл ĕнтĕ, чи вĕри çапăçакан çĕре кĕрсе карĕ хăйĕн лашипе. Лаши питĕ чаплăскер, шур урхамах. Тăшмансене чĕвен тăрса кукалет. Атăл патша хĕçпе касать. Ухăран пит вăйлă переç чăваш патшине, сăнăсем çомăр пек çăваç. А ку пирĕн чăваш патши хӳтлĕхпе пырать. Хӳтлĕхĕ çине сăнăсем, ухă йĕпписем, шăрт пик тăрăнса тулаççĕ, çĕклемелле мар. А патшана тивеймеç. Çĕклемелле мар пулса çитсен çиччĕн пырса улăштараç, хӳтлĕхне çиччĕн аран-аран çĕклеç. Çапла çичĕ хӳтлĕх чиперех улăштарчĕç. Саккăрмăшне улăштарнă чух пĕр сăнă Атăла чĕринченех лекрĕ. Атăл патша çантах вилсе карĕ. Çав патшана асăнса чăвашсем чи пысăк шыва Атăл тенĕ пулать.
1975 ç. Чăваш Енри Вăрмар районĕнчи Çӳлти Кинчерте А.А.Овчинниковăран Н.Егоров çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, 2, 3, 386 с.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки