Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Аскăн (юрă)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Авторěсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков
    
Алхасу, айкашу яланхи калаçу
Саншăн пурнăç ялан пыл та çу
Ăнсăртран е юри сан ялан ир те каç
Куçусем юратушăн çунаç
Çут хĕвелĕн ачашне, чечексен сеткенне
Эп ĕçесшĕн тутун хĕрринчен

Хушса юрламалли:
Аскăн, аскăн, аскăн
Аскăн калаçан.
Аскăн, аскăн аскăн
Аскăн кулкалан.
Каскăн, Каскăн, Каскăн
Каскăн кастаран.
Ма-ха, савнă тусăм,
Çав тер астаран.

Илĕртӳ, киленӳ, пĕр кăштах именӳ
Саншăн пурнăç пĕрмай теленӳ.
Юратса, тăвăлса сан валли пĕр сăмах –
«Туйăмсем – чи асамлă юмах»
Çут хĕвелĕн ачашне, чечексен сеткенне
Эп ĕшесшĕн тутун хĕрринчен.

Савăшу, тавлашу, тÿпене кармашу
Тухатлать сан вĕри варкашу
Эп лекесшĕн каллех ытамун тытканне
Асилсе унчченхи каçсене
Çут хĕвелĕн ачашне, чечексен сеткенне
Эп ĕçесшĕн тутун хĕрринчен.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки