Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Амăшěсем (юрă)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Авторěсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков
    
Сасартăк тĕлленетĕп виçесĕр уй-хирте
Юланутсем ӳкеççĕ - çапăçу вĕрет
Кăлкан пек Шурă-шурă, шап Шурă шупăрпа
Амăшĕсем çитсессĕн çĕнтерӳ килет.

Хушса юрламалли:
Çĕрпе тӳпе хушшинче
Ěмĕр-ĕмĕр, пин-пин çул
Амăшĕсен хӳттинче
Çĕршыв, халăх, пирн кун-çул.

Иртнĕ кунсен асапĕ - яланах асра
Ют тĕтĕмсен йӳçекĕ - халĕ те куçра
Анчах ниме пăхмасăр тăван йăха савса
Амăшĕсем пурнаççĕ малашлăха шанса.

Ялта та хулара та хĕвел çути пĕрех
Чĕре ăшшин тивлечĕ асамлă вăй пекех
Шур Шупашкар кашнишĕн – Атăл чунлĕ кил
Ам-шăсен пехилĕ - пурсăмăра та пил.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки