Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Ĕçкĕ-çикĕ юррисем
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Асран кайми аки-сухи,
Асран кайми аки-сухи...
Хура пырсерен ким юхинччĕ,
Хура халăха вăл юринччĕ.
Акнă тырри хулăн пулинччĕ,
Тунă сăри ырă пулинччĕ,
Ырă çынсене вăл юринччĕ.
Ай хуçи те ай кăмăлĕ!
Ай атте ай-ай анне!
Рахмат сире çуратса янăшăн,
Йывăр тăпрăр çамăл пулинччĕ!
* * *
Асран та кайми ать-анни!
Ирĕн те каçан аснатпăр.
Алăран кайми аки-сухи!
Кĕрен та çурăн тытатпăр!
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки