Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Çунашка (сăвă)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пур тавралăх пĕркенчĕ
    Ăшă шурă виттипе.
    Çил ачи пире чĕнчĕ
    Ярăнма ту хĕррипе.
    
    Тăман вĕçтерсе анан
    Çунашкапа сăрт çинчен.
    Ăна туртса хăпарман
    Хĕнпе çӳле çитиччен.
    
    Çут тĕнчере пурăнма
    Хĕл мучи те вĕрентет:
    — Кам юратать ярăнма —
    Çунине те турттăр,— тет.
    
    Çĕрле тата вăй илсен
    Лайăх ĕçлен, вĕренен.
    Каллех ярăнас тесен,
    Çунашкуна кӳлĕнен.
    
    Çунашкапа ярăнни
    Тĕреклетет сывлăха.
    Пурте пĕрле выляни
    Çирĕплетет туслăха.
    
Хěветěр Савгаев
    "Сувар" №1 (472) 05.01.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки