Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Çунатлă урхамах


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ěлĕк-авал, сĕм авал, аслă Атăл хĕрринче чăвашсен паттăрĕ Улăп пурăннă, тет. Çерем çĕтнĕ, тет, тырă акнă, тет, кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх усранă, тет. Унăн амăшĕ пулнă, тет.
    Пĕррехинче çапла Улăп çĕршывне таçтан-таçтан инçетрен виçě пуçлă Аçтаха килсе пусать, хур кăтартма тытăнать. Асамат паттăр Улăп паттăра çапла калать, тет:
    — Манăн вăтăр çул шутламан кěтӳре санпа пĕр çулхи çунатлă урхамах пур. Йалла та тыт эсě, ăна, этем чěлхи калаттар, — тет.
    Улăп хайхи Асамат паттăр кěтĕвĕнче çав калаçа пĕлекен лашана палласа илет те йăлмак ывăтса тытать. Шурă лаша чăнах та этем чěлхи кăларать.
    Тухать хайхи Улăп Аçтахана хирěç. Çапăçрĕç, тет, çичĕ кун. Ниепле те çĕнме çук, тет, Аçтахана: пĕр пуçĕ кăна тăрса юлсан та, хаяр, тет, çăварĕнчен çулăм пĕрĕхет, тет. Юлашкинчен вара Улăп, арăслан пек хаярланса, çилленсе Аçтахан юлашки пуçне касса пăрахрĕ, тет. Текех вара çакăн хыççăш чăвашсене усал аçтахасем пусмăрламан, тет.
    Темиçе çул иртнĕ, тет. Улăп паттăр ватăлса, шуралса пынă, тет. Вилсен, ăна çӳллĕ сăрт тăррине пытарнă, тет. Халĕ те ун масарě çине çулталăкра пĕрре çур çăр тĕлĕнче çунатлă шурă лаша вĕçсе пырать имĕш. Урисемпе кукале-кукале, пĕтĕм тавралăха янратса, виçĕ хутчен кĕçенсе ярать, тет. Хăш чухне тата çав масар тĕлĕнче Улăп хĕçĕ ялкăшнине курма пулать.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки